Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика кафедринче ҫак аслӑ шкулӑн профессорӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Раҫҫей журналистсен тата писательсен союзӗсен пайташӗ Иван Тенюшев (1923—2016 ҫҫ.) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа ҫавра сӗтел иртнӗ. Журналистикӑн паллӑ тӗпчевҫи тата педагог пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен профссорӑн мӑшӑрӗ Ольга Захаровна, ывӑлӗ Александр, тӑванӗн хӗрӗ Валентина аса илсе каласа кӑтартнӑ. Журналистика кафедрин заведующийӗ Анатолий Данилов, Людмила Васильева, Амин Эшкерат доцентсем, Рифат Фаткуллин студент тата ыттисем те Иван Тенюшева аса илнӗ. Студентсемпе ученӑйсем Иван Тенюшевӑн пултарулӑхне, унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсене тата художество хайлавӗсене тишкересси пирки те калаҫнӑ.
Аслӑ шкулӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗ Иван Тенюшев кӗнекисен куравне йӗркеленӗ. Профессора халалласа университетра ҫывӑх вӑхӑтра фотокурав та уҫасшӑн.
Иван Тенюшев 1923 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑкра ҫуралнӑ. 1939 ҫулта Патӑрьелти педучилищӗрен вӗренсе тухнӑ. 1942 ҫулччен Тӑвайӗнчи пуҫламӑш шкулта, 1940—1942 ҫулсенче Елчӗк районӗнчи Шӑмалакри шкулта ӗҫленӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкесем ял халӑxӗн тата спонсорсен укҫипе хоккей курупки туса лартнӑ. Ӑна ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 5-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хута янӑ.
Янтӑ спорт объектне уҫма тӳpe-шара та пынӑ. Вӗceн йышӗнче Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑxӗ Сергей Горбунов, Пучинке ял хутлӑxӗн пуҫлӑxӗ Николай Федоров пулнӑ.
Сергей Горбунов cӑмах илнӗ май хоккей курупки ҫaк вӑййа юратакансемпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан ял ҫыннисемшӗн Раштав парни пулнине палӑpтнӑ.
Палӑpтса хӑвармалла, ӗнерех Пучинке ял хутлӑxӗн пуҫлӑxӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн турнир иртнӗ. Унта Пучинкесен «Ҫамрӑклӑx» команди ҫӗнтернӗ. Сергей Сергеев чи ӑcта вӑйӑҫӑ ятне тивӗҫнӗ, Кирилл Краснов вара чи маттур хапхаҫӑ пулса тӑнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ, «Ҫулталӑкри ҫемьене» чысланӑ.
Кӑҫал «Ҫулталӑкри ҫемье» ята Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗ. 22 ҫул пӗрле пурӑнакан Татьянӑпа Александр хӑйсен виҫӗ ачине тата 6 тӑлӑха ӳстереҫҫӗ.
«Социаллӑ яваплӑ ҫемье» номинацире Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Устиновсем ҫӗнтернӗ. «Спортпа туслӑ ҫемье» - Канаш районӗнчи Павловсем. «Туслӑ ҫемье» номинацире Етӗрне районӗнчи Тимонинсем мала тухнӑ. «Пултаруллӑ ҫемье» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Анисимовсем ҫӗнтернӗ. «Ӗҫчен ҫемье» - Улатӑр районӗнчи Ершовсем.
Аса илтерер: ахӑртнех, ҫитес ҫул Чаваш Енре Иван Яковлев ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫуттакӑларуҫӑ ҫуралнӑранпа ун чухне 170 ҫул ҫитӗ.
«Чӑваш Енре пурӑнмасан та чӑн чӑвашла пурӑнаҫҫӗ Антоновсем», — тесе хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева паян тӗнче тетелӗнче.
Тӗмен хулинче пурӑнакан чӑваш ачи Сергей Антонов тӗнче шайӗнче иртекен «Ҫӗпӗр ҫӑлкуҫӗсем» фестивальте пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унӑн амӑшӗ, Ольга Николаевна, — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен, ашшӗ, Сергей Константинович, — Йӗпреҫ районӗнчен иккен.
Сакӑр ҫулти вӗсен ывӑлӗ мӗн ҫуралнӑранпах тенӗ пек Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ ирттерекен мероприятисене хутшӑннӑ. Йӑмӑкӗпе Кирӑпа иккӗшӗ те юрлаҫҫӗ. Каникулта асламӑшӗпе аслашшӗ тата кукамӑшӗ патӗнче каннӑран чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлет, чӑвашла юрлать.
«Чӑваш Енре пурӑнмасан та, чӑн чӑваш пулса ҫитӗнтереҫҫӗ ачисене Антоновсем», — хавхаланса пӗлтерет вӗсем ҫинчен Зоя Яковлева.
Ял старости ҫине паянхи кун питӗ нумай ӗҫ тиеннӗ. Вӑл ялта тирпей-илем кӗртессишӗн те, пушар хӑрушсӑрлӑхӗшӗн те, суйлав ирттерессишӗн те, кулленхи ытти ӗҫе туса пырассишӗн те яваплӑ. Ҫак ыйтусене шӑпах паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи старостӑсен слетӗнче сӳтсе явнӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнче иртнӗ ҫак мероприятие Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем Сергей Горбуновпа Леонид Николаев, Чӑваш Енӗн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ял-сала старостисем хутшӑннӑ.
Чи малтанах Шӑрттан ял тӑрӑхне кӗрекен Хыркасси старости Николай Васильев тӑван ялне епле майпа хӑтлӑлатни пирки каласа кӑтартнӑ. Сергей Горбунов хӑйӗн сӑмахӗнче староста вырӑнти влаҫӑн сылтӑм алли пулнине палӑртнӑ. «Старостӑсем пач укҫасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тӑван хутлӑх илемлӗ пултӑр тесе чунран тӑрӑшаҫҫӗ», — тенӗ Станислав Николаев та.
Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх культура институтӗче «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс иртнине, унта Йӗпреҫ районӗнчи Луиза Ильина ҫӗнтернине, ӑна Крымра канма путевка панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Халӑх тетелӗсенчен пӗринче, «Контактра», ҫав конкурса хӗрсе сӳтсе яваҫҫӗ.
Владислав Московцев тӳресенчен пӗри конкурсра тӗлӗрсе ларнине, чи ӑслӑ пике ята ыйтӑва иккӗмӗш хутӗнче ҫеҫ хуравланӑ хӗр тивӗҫнине асӑннӑ. Женя Александров ятлӑ ҫамрӑк вара ҫапларах ҫавӑрттарса хунӑ: «(...) Ҫак конкурса ҫитме кирлӗ мар (...) кашни ҫул пӗр сценари, кашни ҫул пӗрешкел конкурссем (...). Нивушлӗ пирӗн республикӑра режиссерсем, сценаристсем ҫук? Раҫҫейре иртекен конкурсра (...) хӗрсем юрламаҫҫӗ те, ташламаҫҫӗ те, килтен шаркку-хуплу тата ытти юр-вар пӗҫерсе килмеҫҫӗ.(...) Сире ҫак сценари йӑлӑхтармарӗ-и? Мӗншӗн жюри членӗнче яланах чӑваш наци конгресӗн ӗҫченӗсем? Чӗнӗр республикӑра хӑйӗн ӗҫӗпе палӑрнӑ артиста, режиссера, ахаль куракан ҫынна. Вара тӗрӗслӗх пулатех. Кӑҫалхи хӑш пӗр тӳресем ҫывӑрса ларнине палӑртаҫҫӗ.Мӗншӗн ҫывӑрать? Вӑл малтанах пӗлет кам ҫӗнтернине.
Кӑҫалхи «Раҫҫей чӑваш пики» Крымра канӗ.
Ҫак конкурс паян, раштавӑн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче иртнӗ.
«Раҫҫeй Чӑваш пики — 2017» ята ҫӗнсе илессишӗн Чӑваш Енри тӗрлӗ районтан, Тутар, Пушкàрт республикисенчен, Чулхула, Самар, Тӗмен, Иркутск облаҫӗсенчен, Питрӗ хулинчен килнӗ 21 хӗр тупӑшнӑ.
«Раҫҫей чӑваш пики» ята илес тесе вӗсен тӑван халӑх историйӗпе, кун-ҫyлӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравланӑ. Ҫав ята тивӗҫес текенсенчен Чӑваш Ен Эл еперӗ кам пулнипе, тӑван халӑхӑмӑрӑн апат-ҫимӗҫне пӗлнипе те кӑсӑкланнӑ.
Пикесене ытти ҫулхиллех тӗрлӗ номинацире хавхалантарнӑ. «Раҫҫeй Чӑваш пики-2017» ята Йӗпреҫ районӗнчи Луиза Ильина тивӗҫнӗ. Ӑна Крымра канмашкӑн путевка парнеленӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан Ананьевсем ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Нумаях пулмасть вырӑнти влаҫ нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт туса панӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт икӗ хутлӑ, унта пилӗк пӳлӗм. Ӑна тума 2 миллион та 250 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫурта 3 уйӑхра хӑпартнӑ. Унччен Ананьевсем 46 тӑваткал метрлӑ пӳртре хӗсӗнкелесе пурӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫурт вара пысӑк – 94 тӑваткал метр.
Ҫемье ҫӗнӗ ҫуртшӑн питӗ савӑннӑ. Вӗсем йӑлана тӗпе хурса пӳрте малтан кушака кӗртнӗ. Хӑйсем унта ҫак кунсенче пурӑнма куҫасшӑн. Ананьевсен хуралтӑ таврашӗ ҫӗклесси, пахчана йӗркене кӗртесси ҫеҫ юлнӑ.
Сӑмах май, Йӗпреҫ районӗнче нумай ачаллӑ 13 ҫемье черетре тӑрать.
Йӗпреҫ районӗнчи «Заря» агрофирмӑра пӑру вити уҫӑлнӑ. Унта 100 пуҫ вырнаҫать.
Ҫӗнӗ вите Малиновка поселокӗнче вырнаҫнӑ. Витене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов хутшӑннӑ. Вӑл «Заря» агрофирма тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Ҫулталӑк каялла унта 200 ӗне вырнаҫмалӑх вите уҫнӑ. Унтах ӗне сумалли пӳлӗм, сӗт сивӗтмелли цех вырнаҫнӑ. Унтанпа ҫулталӑк ҫеҫ иртнӗ – ҫӗнӗ вите хута кайнӑ. Эппин, «Заря» агрофирма ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет.
Ку кӑна мар. Агрофирмӑра кӑҫал утӑ, тырӑ упрамалли хуралтӑсем те хута кайнӑ. Агрофирма директорӗ Рафис Айсын каланӑ тӑрӑх, хуҫалӑхра хальлӗхе 450 мӑйракаллӑ шултра выльӑх. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем сенаж хумалли икӗ шӑтӑк тата 200 ӗне вырнаҫмалӑх вите хута ярасшӑн.
Йӗпреҫ послокӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ те унта темиҫе сехет выртнӑ. Унӑн тӑванӗсем кун пирки «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Ҫав кун Сергей Тихонов мунче кӗме кайнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл киле кайма тухнӑ. Анчах 1,5 сехет иртнӗ — ҫитеймен. Ҫавна май тӑванӗсем пӑшӑрханма пуҫланӑ та ӑна шырама тухнӑ. Сергея тепӗр 1,5 сехетрен ҫеҫ тупнӑ. Арҫын ҫӑлра тӑнсӑр выртнӑ. Тӑванӗсем ӑна унтан кӑларнӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ та киле янӑ. Сергей вара самаях суранланнӑ пулнӑ. Халӗ вӑл килте выртать, ыратнине ирттерекен эмел ӗҫет.
Люк уҫӑ пулнӑшӑн кам айӑплӑ? Йӗпреҫ хула администрацийӗ ҫав ҫӑла халӗ хупнӑ ӗнтӗ. Шар курнӑ Сергея 2 пин тенкӗ парса пулӑшма шантарнӑ. Сергейӑн амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, администраци ывӑлӗнчен каҫару та ыйтман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |